Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Шупашкарта чӑвашла баннерсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Акӑ вӗсенчен пӗри. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Анна Иванова сӑнарланнӑ.
101 ҫулти кинемей Зинаида Воронова модельер ӑсталанӑ чӑваш наци кӗпипе. Кун пирки Елизавета Долгова «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ун пек баннерсене республикӑри «Хастар» ушкӑн пуҫарӑвӗпе хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Шупашкарта вырнаҫтарӗҫ.
Патӑрьелӗнче шӑпӑрлансем пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта ача пахчине ҫӳрекенсем хушшинче «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» сӑвӑ конкурсне иртнӗ.
Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине ҫӳрекен Екатерина Ялукова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки Мая Селендеева-Салампи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Катя «ача садне ҫӳрекенсем хушшинче ирттерекен «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» сӑвӑсен конкурсне манӑн «Пуканеҫӗм, пукане» сӑввӑмпа хутшӑннӑ. 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ», – хыпарланӑ вӑл.
Чӑваш Енре автор ҫырнӑ юмахсен конкурсене ирттерме йышӑннӑ. «Халӑх хӑватӗнче – пуласлӑх» автор юмахӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн «Фольклористика» уйрӑмӗн ертӳҫи, халӑх академикӗ Эдисон Патмар пуҫарнипе Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ ирттерет.
Академин пайташӗ Елизавета Долгова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса ирттернин тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине аталантарасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесем хавхалантарассине хыпарланӑ.
Материалсем чӑвашла пулмалла. Юмах А4 калӑпӑшлӑ хут ҫинче 5 страницӑран ытла пулмалла мар. Шрифчӗ – 14.
Ӗҫсене раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен dolgovaliza2009@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта Виктор Чугаров режиссёр ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма кӑтартнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Телей юрӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ача чухне вӑл ман пекех чӑвашла калаҫма пӗлмен. Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Фильмра вӑл пуринпе те чӑвашла калаҫать. Ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать».
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Уявсен кӑшӑлӗ. Наши праздники» коллективлӑ сборник тата открытка пуххи пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Екатерина Васильева. Тиражӗ – 1500 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫӗнӗ кӗнеке уявсемпе ҫыхӑнни ятӗнченех паллӑ. Вӑл вун икӗ пайран тӑрать. Сӑвӑ пуххине официаллӑ патшалӑх, наци, халӑхсем хушшинчи тата ытти уявсем кӗнӗ. Вӗсем ҫинчен ачасене кӑна мар, ҫитӗннисене те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ. Датӑсене календарьти йӗркепе мар, уявсен пӗлтерӗшне кура вырнаҫтарнӑ. Паллашу кӑрлач уйӑхӗнчен – Ҫӗнӗ ҫулран – пуҫланать. Малтан уяв ҫинчен икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – ҫырса панӑ, унтан чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырнаҫтарнӑ».
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи тӳре-шара культура сферинче професси уявӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Эсир тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫак ӗҫе ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫлатӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫак ӗҫе явӑҫтаратӑр. Вӗсем хамӑрӑн ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе пуян культурине ӑша хывса ӳсчӗр тесе сахал мар ӗҫ туса ирттеретӗр.
Муркаш тӑрӑхӗнче пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Художество пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни уява илем кӳреҫҫӗ. Эсир ял ҫыннисен канӑвне, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме тӗрлӗрен майсем туса паратӑр. Тавах сире хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чун-чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланӑшӑн, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӑршӑн», — тесе ҫырнӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Матросовӑн тата Депутатсен Муркаш муниципаллӑ округӗн пухӑвӗн председателӗн Александр Ивановӑн саламӗнче.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫласа Чӑваш наци музейӗ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхне ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл шӑп та лӑп пӗр уйӑха тӑсӑлӗ.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа экскурсисем, занятисемпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Вӗсем культура епле йӗркеленнипе, ҫырулӑхпа чӑваш литератури епле пуҫланса кайнипе паллаштарӗҫ.
Наци музейӗн ӗҫченӗсем руна паллисем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, «Уяв» тата «Киремет карти», «Чӑваш Енӗн асамлӑ ҫырӑвӗсем» интерактивлӑ занятисем, «Вупӑр» вӑйӑ ирттерӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Литература музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ те кӑсӑклӑ программӑсем хатӗрлесе хунӑ.
Чӑваш чӗлхине литературине вӗрентекенсем Чӑваш Республикин вӗренӳ инстиутутӗнче пӗлӗве ӳстернӗ.
Ятарлӑ курса уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Анна Егорова урокра тата класс тулашӗнче вулав культурине йӗркелемелли мелсемпе меслетсем ҫинче чарӑнса тӑн, предметӑн концепт никӗсӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑӑх, Надежда Иванова тӗрлӗ урока проектламалли ӗҫ майӗсемпе паллаштарнӑ, урок тӗсӗсен тытӑмӗпе содержанийӗ улшӑнни ҫинчен каласа панӑ, вӗренӳ предмечӗн нормативлӑ докуменчӗсемпе усӑ курса урок тӗллевӗпе предмет результатне шайлаштармалли ҫул-йӗре уҫӑмлатнӑ.
Курса хутшӑннисем ҫӗннине тата нумай пӗлнӗ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» 8-мӗш фестиваль ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртӗ. Уяв 9:00 сехетре вӑйӑ картипе пуҫланӗ.
Фестивале пуҫараканӗсем тата йӗркелекенӗсем – Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ, Чӑваш наци конгресӗ тата Муркаш муниципалитет округӗн Калайкасси вӑтам шкулӗ.
Фестивале тӑватӑ номинаципе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнӗҫ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).
Азербайджан каччи Ариз Гасанов тӑван чӗлхисӗр пуҫне вырӑсла, акӑлчанла, турккӑлла тата полякла пӗлет иккен. Унпа «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» паллаштарнӑ. Ариз чӑвашла ирӗклӗн калаҫма 8 пин сӑмах вӗренесшӗн иккен. Хальлӗхе каччӑ 652 сӑмах пӗлет-мӗн.
«Чӑвашсем (вырӑсланнисем те, хӑйсен йӑлисене пӑхӑнаканнисем те) — ӑшӑ кӑмӑллӑ халӑх, йӑл кулаҫҫӗ, ырӑ сунаҫҫӗ. Анчах чӗлхе тӗлӗшпе ҫивӗч ыйтусем пур. Ҫамрӑксем тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ — ку кулянтарать. Калаҫакансем те пур-ха, анчах сахаллӑн. Ҫемьере ачисемпе вырӑсла хутшӑнаҫҫӗ. Ялсене те ҫитрӗм. Анчах унта та ҫав ӳкерчӗкех. Ачасем тӑван чӗлхине пӗлмесӗр ӳсеҫҫӗ. Вырӑсла та лайӑххӑн тӗшмӗртмеҫҫӗ. Ҫапла вара ниҫта та ним ҫине тӗревленме пултарайманнисем ҫуралаҫҫӗ. «Эпӗ — вырӑс» тесе ҫак чӗлхепе калаҫма пултарать-ха вӑл, анчах куншӑн чӑваш пулма пӑрахмасть. Шухӑшлав психологийӗ, генетика, юн хӑйсен ӗҫӗсене пурпӗр тӑваҫҫӗ, пӗр-пӗр самантра ҫын чӑваш пулнине «сутаҫҫех»», — тесе шухӑшлать каччӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |